p-n-куçăм е электрон-шăтăклăхла куçăм — тĕрлĕ (шăтăклăхла p, акăл. positive, тата электронла n, акăл. negative) яраслăхлă икĕ çурма ярăш сĕртĕннĕ вырăн. Çав p-n-куçăмри линилле мар вольт-амперлă палăрăмлăхлă электро процессем çурмаярăшла приборсен (диодсен, транзисторсен тата ыттисен) никĕсĕ пулса тăраççĕ.