Ача сачĕ

Ача панчинче

Ача панчи - шкул çулне çитмен ачасене аталантармалли вĕренӳ учрежденийĕ.

Истори

Тĕнчере ача панчисене пуçласа нимĕçсем уçнă - Фридрих Вильгельм Август Фребель, 1837 çул. Чăвашсен пĕрремĕш ача панчине Иван Яковлевич Яковлев 20 ĕмĕр пуçламăшĕнче Слакпуçĕнче уçнă.

Ача панчин тĕсĕсем

  • Пĕтĕмĕшле ача панчи - кунта тĕрлĕ ачана пĕрле аталантараççĕ. Кунта ахаль ушкăнсемпе пĕрле пĕр-пĕр кăлтăк е чир пур ача ушкăнĕсем те пулма пултараççĕ.
  • Ен аталанăвĕллĕ ача панчи - кунта ачасене уйрăм енпе аталантараççĕ - вăй-хал, илемлĕх туйăм е ăс-хакăл енĕпе аталантаракан ача панчи.
  • Пулăшу ача панчи - пĕр-пĕр чирпе чирлекен ачасене аталантарма тата сыватма йĕркелеççĕ.

Аталантару меслечĕсем

Ача панчинчине çӳрекенсене аталантармалли тĕп мелсенчен пĕри вăйă пулать.

Çавăн пекех

Вуламалли

Каçăсем

Чăваш Республикинчи ача панчисем 2013 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче архивланӑ.