Вурă

Амазонка вуррине космосран ÿкерсе илни

Вурăюханшывăн юлашки татăкĕ, вăл тинĕсе, океана, кÿлле, шыв управне е тепĕр юханшыва юхса кĕнĕ вырăн.

Çемен Элкерĕн "Хĕн-хур айĕнче" поэминче çакăн пек йĕркесене куратпăр:

Старик Итапай çакăнти çĕре
Вырнаçнă килсе ашшĕпе пĕрле.
Ун ашшĕ Яртух, хастарлă хресчен,
Кунта куçса килнĕ Çавал вурринчен.

Ку сăмаха автор ятарласа çапла ăнлантарать:

Çавал вурри — Çавал Атăла хутшăннă вырăн; икĕ шыв хутшăнса пĕрлешнĕ тĕл. Хăш çĕрти чăвашсем ăна «шыв вăрри» теççĕ. Тĕрĕссипе — шыв вурри темелле

Асăрхавсем