Галактика (ав.гр. Γαλαξίας — Хуркайăк çулĕ) — гравитаци хăвачĕпе çыхăннă çăлтăрсенчен, çăлтăрсем хушшинчи газсенчен, çăлтăрсем хушшинчи тусантан тата тĕттĕм материнчен тăракан система. Галактикăри пĕтĕм объектсем галактикăн масса варри тавра çаврăнаççĕ. Галактикăсем - питĕ аякри объектсем. Вĕсем патне çитес хутлăха: çывăхисене мегапарсексемпе, аякрисем таран хĕрлĕ куçăмпа (z) виçме палăртнă. Питĕ аякра пулнăпа хĕçпăшаланман куçпа виçĕ галактикăна курма пулать: Андромеда тĕтрелĕхне, Пысăк тата пĕчĕк Магеллан пĕлĕчĕсене. Галактикăсенчи уйрăм çăлтăрсене XX-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕчен курма пулман. 1990-мĕш çулсем пуçламăшне çăлтăрсем уйăрма пултарнă 30 галактикăран нумайрах пĕлмен. Хаббл телескопне космоса ярсан тата çĕр çинчи 10-метăрлă телескопсене ĕçлетерме тытăнсан çăлтăрсем уйăрма пултарнă галактикăсен шучĕ питĕ нумайланнă. Галактикăсем тĕрлĕ формăллă пулаççĕ: сфера евĕрлисем, диск евĕрлисем, спираллă галактикăсем, карлик тата тĕрĕс мар галактикăсем. Масси 107 пуçласа 1012 Хĕвел масси таран. Пирĕн Хуркайăк çулĕ галактикăн масси 3·1012 Хĕвел массипе тан. Галактика диаметăрĕ 5-рен 50 килопарсек таран. Пирĕн галактикăн диаметрĕ 100 000 çутă çулĕ яхăн. Шутлайман проблемăсен пĕри - хăйне гравитаци хутшăнăвĕсенче кăна ткăтартакан тĕттĕм матери. Вăл галактикăн массин 90 % таран пулма пултарать, пулмасса пултарать, карлик галактикăри пек . Уçлăхра галактикăсем тан мар саланнă: пĕр пайĕнче юнашар галактикăсен ушкăннĕ курма пулать, тепринче пĕр пĕчĕк галактикă та курăнмасть (войд тесе палăртаççĕ). Сăнакан уçлăхри галактикăсен шучĕ паллă мар, çапах 1011 патнелле пулмалла .
Галактикăсен чи пĕлтерĕшле характеристикисем (экстремальные значения опущены):
Параметр | Виçекен меслет | Пĕлтерĕшсен интервалĕ | Пирĕн галактикăн çывăхлатнă пĕлтерĕшĕ |
---|---|---|---|
Диаметр D25 | Фотометри | 5—50 кпк | 30 кпк |
Дискăн радиус шкали R0 | Фотометрия | 1—7 кпк | 3 кпк |
Çăлтăр дискĕн хулăнăшĕ | Аякран курăнкан дисксен Фотометрийĕ | 0,3—1 кпк | 0,7 кпк |
Çутăлăх | Фотометри | 107—1011 Lʘ | 5·1010 Lʘ |
Масса М25 D25 ăшĕнче | Доплер эффекчĕпе çăлтăрсен е/тата газсен хăвăртлăхне виçни | 107—1012 Mʘ | 2·1011 Mʘ |
газ массин тӳпи Mgas/M25 D25 ăшĕнче | нейтраллă тата молекулăри водород йĕрĕсен çутлăхне виçни | 0,1—30 % | 2 % |
Галактикăн тулаш пайĕсен çавраннин хăвăртлăхĕ V | Доплер эффекчĕпе çăлтăрсен е/тата газсен хăвăртлăхне виçни | 50—300 км/с | 220 км/с (Хĕвелпе юнашар) |
Галактикăн тулаш пайĕсен çавраннин тапхăрĕ | Доплер эффекчĕпе çăлтăрсен е/тата газсен хăвăртлăхне виçни | 108—109 çул | 2·108 (Хĕвелпе юнашар) |
Варринчи хура шăтăкăн масси | Доплер эффекчĕпе тĕшĕпе юнашар çăлтăрсен е/тата газсен хăвăртлăхне виçни. | 3·105—3·109 Mʘ | 4·106 Mʘ |
Галактикăсен тĕп сăнакан пайĕсем:
Йĕкĕр çăлтăрсем кӳршĕ галактикăсенче сăнанмаççĕ, анчах Хĕвелпе юнашар хутлăха пăхсан вĕсем нумай пулмалла. Газлă-тусанлă хутлăх тата çăлтăрсем атомсенчен тăраççĕ, вĕсене барион материйĕ теççĕ. Барион мар материн шутне тĕтĕм материпе хура шăтăкăн масси кĕрет .
Галактика спектрĕ пĕтĕм объектсен çуттинчен пухăнать. Вăтам галактикăн спектăрĕнче икĕ максимум. Шевлесен тĕп çăлкуçĕ- çăлтăрсен çутти, вĕсен нумайрах хăвачĕ çын куракан диапазона лекет (1-мĕш максимум). Галактивăсенче нумайрах чухне тусан нумай. Вăл курăнакан çутта çăтса инфрахĕрлĕдиапазонта çутать (2-мĕш максимум). Курăнакан диапазонти çутлăха 1-па танлаштарсан, çăлкуçсемпе тата çутатас меслетсемпе хушшинче çакăн пек пăхăну пулать :
Диапазон | Çутлăхăн тӳпи | Никĕслĕ çутă çăлкуçĕсем |
---|---|---|
Гамма | <10−4 | Хăшпĕр галактикăсен хастар тĕшĕсем; пĕчченшер кĕске ялкăшакан çăлкуçсем) |
Рентген | 10−3—10−4 | Тăвăр йĕкĕр системăсен аккреци дискĕсем тесных двойных систем; вĕри газ; хастар тĕшсем |
Оптика | 1 | Тĕрлĕ температурăллă çăлтăрсем; çăлтăр çумĕнчи тусан дискĕсем - çывăх ИХ шевлесем; газ |
Аякрий ИХ | 0,5—2 | Çăлтăрсем çутнипе ăшăннă çăлтăр хушшинчи тусан; хăшпĕр галактикăсенче хастар тĕшсемпе тусан. |
Радио | 10−2—10−4 | Синхротрон шевлисем; ăшă шевлисем], эмиссие йĕрĕсем H I |
Галактикăсем хушшинчи хутлăх вĕсен диаметĕрĕсенчен 10 хутран пĕчĕкрех пулсан вĕсен пĕр-пĕрин çумне туртăнма тытăнаççĕ.. Уçлăхра галактикăсем çапăнни час-часах пулать. 21 902 галактикăна тĕпченĕ хыççăн (сообщение начала 2009 года) авалрах вĕсем пурте ытти галактикăсемпе тĕл пулни палăрнă. 2 миллиард çул каярах Хуркайăк çулĕ тепĕр галактикăпа çапăннине çирĕплетнĕ.
Хĕвелпе Хĕвел системи çутă çăтакан тусанлă галактика дискĕнче вырнаçнă Галактикăра 3·1011 çăлтăра яхăн, пĕтĕмĕшле масси 3·1012 Хĕвел масси патнелле.
Галактикăсем |
|
---|---|
Тĕссем |
Эллипслă (E) • Спираллĕ (S) (Флоккулентлă • С упорядоченной структурой) • Пымаклă спираллĕ (SB) • Линза евĕрлĕ (S0) • Тĕрĕс мар (Irr) • Карлик (d) • Тĕрĕс мар карлик (dI) • Эллипслă карлик (dE) • Сфера евĕрлĕ карлик (dSph) • Ультракомпактлă карлик (UCD) • Ультрадиффузлă галактика • Ункă евĕрлĕ • С полярным кольцом • Анемиллĕ |
Структура |
Ытлашши массăллă хура хăвăл • Балдж • Пымаклă • Диск • Йĕтре • Спираллĕ турат • Галактика лаптакĕ • Гало • Полярлă ункă • Протогалактика • Тĕтрелĕхсем |
Хастар йĕтресем | |
Хутшăнни | |
Пулăмсем тата процессем | |
Ят-йышсем |