Кени

Jamhuri ya Kenya
Republic of Kenya

Кени республики

Кении ялавĕ Кени гербĕ
Патшалăх чĕлхисем суахили, акăлчан чĕлхи
Тĕп хула Найроби
Чи пысăк хула Найроби
Президент
Премьер-министр
Мваи Кибаки
Раила Одинга
Лаптăкĕ
 - Пĕтĕмпе
46 вырăнта
 582 650 км2
Халăх йышĕ
 - Пĕтĕмпе(2007)
 - Йышлăхĕ
37 вырăнта
36 913 721
59/км²
Валюта ячĕ кени шиллингĕ
Вăхăт тăрăхĕ ГВ +03 пуçласа +03 таран
Патшалăх гимнĕ «Ee Mungu Nguvu Yetu»
Тетел доменĕ ]
Тел. префиксĕ 254(+005 Танзанипе Угандăран

Кени (суахили и акăл. Kenya), официаллă ячĕ — Кени Республики (суахили Jamhuri ya Kenya, акăл. Republic of Kenya) — Хĕвелтухăç Африкăри патшалăх. Аслă Британи колонийĕ пулнă.

Географи

Кени картти

Çурçĕрте Эфиопипе, Сомалипе хĕвелтухăçĕнче, Танзанипе кăнтăр-хĕвеланăçĕнче, Угандапа, Кăнтăр Суданпа çурçĕр-хĕвеланăçĕнче чикĕ тытать. Чикĕ тăршшĕ 3477 км: Эфиопипе — 861 км, Сомалипе — 682 км,Кăнтăр Суданпа — 232 км, Танзанипе — 769 км тата Угандăпа — 933 км. Кăнтăр-хĕвеланăç çыранĕ Инди океанĕ хĕрринче, хĕвеланăçĕнче Виктори вырнаçнă., . Лаптăкĕ 582 650 км², вĕсенчен 11 230 км² шыв айĕнче. Çĕршыв варрипе экватор иртет.

Сафари

Кени халăхĕ

Халăх йышĕ - 40,0 млн ( 2010 çулхи çĕртме уйăхĕ тĕлне).

Çулталăкра ӳсни — 2,6 % (2010); Пĕр хĕрарăм пуçне 4,4 ача (фертильность), 1000 çын пуçне 35 ача çуралать, 1000 ачаран 53 пĕчĕкĕлле вилет. 1000 çын çине 9 çын вилет. Вăтамран арçынсем 58 çул, хĕрарăмсем ÿ[ çул пурăнаççĕ.

ВИЧ инфекцийĕн шайĕ 6,7 % тесе шутлаççĕ (2003).

Çын шучĕпе çак халăхсем сарăлнă: кикуйю 22 %, лухья 14 %, луо 13 %, календжин 12 %, камба 11 %, кисии 6 %, меру 6 %, ытти африканецсем 15 %, африканец маррисем (индийцы, акăлчансем, арапсем) 1 %.

Арçынсен 90 %, хĕрарăмсен 80 % хутла пĕлет ( 2003).

Хуласенче халăхăн 22 % пурăнать (2008).

Тĕнсем — протестантсем 45 %, католиксем 33 %, мусульмансем 10 %, абориген йăлисем 10 %, ыттисем 2 % .

Асăрхавсем

  1. ^ 1 тата 2 CIA. The World Factbook. Kenya. Тĕрĕсленĕ 15 июля 2011.
  2. ^ Kenya - Location, size, and extent. Encyclopedia of the Nations. Тĕрĕсленĕ 16 июля 2011.

Каçăсем

Википедире портал пур
«Африка»

Шаблон:Африка Шаблон:Африка союзĕ