Сергей Павлович Королёв | |
Сергій Павлович Корольов | |
Çуралнă вăхăт: | кăрлач, 12 1907 |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Житомир, Раççей Империйĕ |
Вилнĕ вăхăт: | кăрлач, 14 1966 |
Вилнĕ вырăн: | Мускав, РСФСР |
Патшалăх: | |
Ăслăх сфери: | Ракетă тăвасси |
Альма-матер: | МАТУ |
Паллă: | Совет космонавтикин ашшĕ |
Чыславсемпе парнесем |
Ленин премийĕ |
Серге́й Па́влович Королёв (1906 сулхи раштав, 30 ( 1907 çулхи кăрлач, 12), Житомир — 1966 çулхи кăрлач, 14, Мускав) — совет ăслăхçи, конструктăр тата СССР-ăн ракета-космос карапĕсен тата ракета хĕçпăшалĕн техникин ăстала ертӳçи, совет космонавтикин ашшĕ.
Сергей Королёв —стратегиллĕ совет вăтам тата континентсем хушши инçетлĕ ракета хĕçпăшалне тăваканĕ тата ĕçлĕхлĕ космонавтикăна никĕслекенĕ. Ракета техники вали вăл шутласа кăларнă конструктор ĕç-хĕлĕ совет ракетăллă хĕçпăшал аталанăвĕнче çав тери сумлă пулать, ĕçлĕхлĕ космонавтикăшăн тĕнчелле паллă куранать. С. П. Королёвăн хастар ĕçĕ-хĕлĕ пирĕн çĕршыва стратегиллĕ паритета хăпартать, СССР малти ракетă-космос тĕрĕклĕхĕ пулса тăрать.
Икĕ хутчен Социализм Ӗçĕн Паттăрĕ, Ленин преми лауреачĕ, ССРП Ăслăăх Академийĕн академикĕ. ССКП шутĕнче 1953 çултанпа.
С. П. Королёв 1907 çулта кăрлач, 12 Житомир хулинче (Украина) вĕрентӳçĕсен çемйинче çуралнă. Виçĕ çул тултарсан ашшĕпе амăшĕ уйрăлаççĕ. Сережăна вара амăшĕ Нежина кукамăшĕпе кукаçĕ патне кайса яраççĕ. 1917 çултанпа амăшĕпе тата усрав ашшĕпе, Мария Николаевна тата Григорий Михайлович Баланинсемпе Одессăра пурăнать, вĕсен пулăшăвĕпе шкул программине ăс-тăна илет. Шкул çулĕсенчех Сергей питĕ тавçăруллă тата авиаци техники патне чарайми туртăмлă пулнă. 1922-24 çурт-йĕр тăва профессиллĕ шкулта вĕреннĕ, тĕрлĕ курсра та пĕлӳ пухнă.
Совет ракета-космос системисен конструкторĕсем |
||
---|---|---|
Анфимов • Арефьев • Бабакин • Бармин • А. Богомолов • В. Богомолов • Богуславский • Будник • Быков • Глушко • Грушин • Ефремов • Еффа • Ивановский • Иосифьян • Исаев • Кисунько • Козлов • Кондратюк • Коноплёв • Королёв • Косберг • В. Кузнецов • Н. Кузнецов • Куксенко • Лагутин • Лозино-Лозинский • Лопота • Макеев • Медзмариашвили • Мишин • Мозжорин • Надирадзе • Непобедимый • Носатенко • Пилюгин • Полухин • Протасов • Раушенбах • Решетнёв • Рязанский • Семёнов • Соловьёв • Сыромятников • Табаков • Тихонравов • Тюлин • Тюрин • Уткин • Фирсов • Цандер • Циолковский • Цыбин • Челомей • Черток • Янгель |