Лондон (London), — Аслă Британи тĕп хули.
Хальхи Лондон территоринче римлянсем киличченех этем пурăннине асăрханă пулин те, пулас Лондониум вырăнĕнче пĕрмай пурăнан вырăн пулнине кăтартакан япаласене тупман-ха.
Лондиниума римлянсем Британ утравĕсем çине п. э. 43 çулта виççĕмĕш хут кĕрсе кайсан никĕсленĕ. Темза урлă йывăç кĕпере хӳтĕлеме Темзăн çурçĕр çыранĕнчи пурăнан вырăна (Уолбрук пĕчĕк юханшыв патĕнче) туса хунă. Римлянсем тинĕс енчен утравалла хальхи Вестминстер кĕперĕ патĕнче иртекен çулпа пырса шыва ишсе каçнă.
60-61 çулсен хĕлĕнче бриттсем, рим çарĕсем Англси утравĕ çине кĕнĕ хыççăнах, Боудикка королева ертсе пынипе пăлхава çĕкленнĕ, Камулодуна — Британин пĕрремĕш тĕп хулине аркатнă, хыççăн Лондиниума та вут-кăвара янă. Çапах та, хулана çĕнĕрен туса лартнă — каярах вăл çĕнĕ тĕп хула пулса тăрать. II—III ĕмĕрсен чиккинче ăна ултă метр çӳллĕш хӳтĕлев хӳмипе картланă; хула лаптăкĕ ун чухне пĕр тăваткал миля пулнă. III ĕмĕрте Британие икĕ пая — Тури тата Анатри çине çурсан — Лондиниум Тури Британин тĕп хули пулса тăнă. IV ĕмĕрĕн вĕçĕнче ăна каллех пайланă, хулана Цезарь Максимĕн провинцин центрĕ пулса тăрать.
Европăри тĕп хуласем | |
---|---|
ПНО пайташ-патшалăхĕсен тĕп хулисем: Амстердам • Андорра-ла-Велья • Анкара • Астана • Афин • Белград • Берлин • Берн • Братислава • Брӳссел • Будапешт • Бухарест • Вадуц • Валлетта • Варшава • Вена • Вильнюс • Дублин • Загреб • Киев • Кишинёв • Копенгаген • Лиссабон • Лондон • Любляна • Люксембург • Мадрид • Минск • Монако • Мускав • Никосия • Осло • Парис • Подгорица • Прага • Рейкьявик • Рига • Рим • Сан-Марино • Сараево • Скопье • Софи • Стокгольм • Таллин • Тирана • Хельсинки |
Шаблон:Çуллахи Олимпиадăсен тĕп хулисем