Марке ( итал. Marche ) - Италин администрациллĕ çĕрĕ (облаçĕ). Тĕп хули - Анкона.
Марке облаçĕ туса кăларакан шалти мĕнпур продукчĕ Италин ШМП 2,6 % шутланать. Италири карап тăвасси енĕпе чи кирлĕ центрĕ пулать.
Облаç Италин Адриатика çыран хĕррин варринче вырнаçнă, лаптăкĕ — 9366 км² (15-мĕш вырăн, ытти облаçсем хушшинче). Çурçĕр енче Эмилиея-Романьепе, çурçĕр-анăç енче Тосканăпа, анăç енче Умбрипе, кăнтăр енче Абруццопа чикĕ тытать. Тухăç енчен Адриатика тинĕсĕн хумĕсем ачашлаççĕ.
Администраци центрĕ — Анкона, тĕнчери суту-илӳ тата туризм порчĕ. Хула таврашĕнче Фрасасси çĕр хăвăлĕсем пур. Чи пысăкки — Абиссо-ди-Анкона (итал. Abisso di Ancona)}. Юханшывсем: Азо тата ур.
Ку Итали географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
Итали облаçĕсем |
|
---|---|
Абруцци • Апулия • Базиликата • Валле-д’Аоста¹ • Венеци • Калабрия • Кампани • Лацио • Лигурия • Ломбардия • Марке • Молизе • Пьемонт • Сардиния¹ • Сицилия¹ • Тоскана • Трентино-Альто-Адидже¹ • Умбрия • Фриули-Венеция-Джулия¹ • Эмилия-Романья | |
|