Меркатор Герард | |
лат. Gerhardus Mercator | |
Çуралнă вăхăт: | Шаблон:Пайăр çын/Вăхăт/Logic |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Рюпелмонде, Фландри, Пархатарлă Рим империйĕ |
Вилнĕ вăхăт: | Шаблон:Пайăр çын/Вăхăт/Logic |
Вилнĕ вырăн: | Дуйсбург, Юлих-Клеве-Берг, Пархатарлă Рим империйĕ |
Ăслăх сфери: | географи, картографи |
Альма-матер: | Кивĕ Л́ёвен университечĕ |
Паллă: | картографинчи Меркатор проекцийĕ |
Чыславсемпе парнесем |
|
Герхард Меркатор – (5.3.1512, Рюпелмонде, Фландрияи, Пархатарлă Рим империйĕ- 2.12.1594, Дуйсбурги, Юлих-Клеве-Берг, Пархатарлă Рим империйĕ) - географи, картографи енĕпе ĕçленĕ ăсчах. Çуралн чухнехи ячĕ - Герарда Кремер, вăл хушаматне латинла куçарнă (купса тенине пĕлтерет).
Картографинчи Меркатор проекцийĕйĕпе паллă. Вăл чи малтан çак пĕр тан кĕтеслĕ цилиндăрлă проекципе 1569-мĕш çулта 18 хутран тăракан тĕнче навигаци картине ӳкернĕ. Ку проекципе хăтланă картăсем çинче кĕтессемпе формăсем пăсăлмаççĕ, хутлăх вара экваторта кăна тĕрĕс пулать. Хальхи вăхăтра ăна тинĕс тата аэронавигаци картисене хатĕрленĕ чухне усă кураççĕ.
Ашшĕ вилсен ăна Гизберт Кремер кюре (ашшĕн тăванĕ) малтан Хертогенбос гимназинче, кайран Кивĕ Л́ёвен университечĕнче вĕренме пулăшать. Меркатор Гемма Фризиус Реньер патĕнче вĕренет. 1532-мĕш çулта университет пĕтерсен Меркатор Гемма Фризиупа перле Çĕр тата Уйăх глобусĕсене хăтланине хутшанать.