Пăхăр çĕлен (лат. Coronella austriaca) — наркăмăшлă çĕлен, ăнчах наркăмăшлă шăлĕ çăварĕнче питĕ тарăн вырнаçнă пирки, çынна сиен кÿреймест.
Хурăн пуçлă çĕлен евĕрлисен çемьине, Пăхăр çĕленсен йăхне кĕрет.
Ку çĕленĕн нумай шутлă тăшмансем пур. Унăн çине сăсарсем, чĕрĕпсем, хир сыснисем, йĕке хӳресемпе хăшпĕр кайăксем тапăнаççĕ. Çамрăк çĕленсемпе курăк шаписем те апатланаяççĕ. Тăшманĕсенчен Пăхăр çĕлен çăмха пек чăмăртанса, пуçне пытарса хÿтĕленет, вара, чашкăрса, хăрушлаха хирĕç ыткăнать. Сурчăкĕ сиенлĕ.
Пĕтекен чĕрчунсен шутне кĕрет. Раççей Хĕрлĕ кĕнекине кĕртмен пулин те, вырăнти, çав шутра Чăваш Ен Хĕрлĕ кĕнекине кĕртнĕ.