Парçек (кĕскен пк) — астрономире усă куракан нимĕнле системăна та кĕмен хушă виçи. Параллакс палăртăвĕ кĕтес çеккунтинчен пулса тухнă. Ку виçе пĕр çул параллаксĕ пĕр кĕтес çеккунтпа тан пулакан çалтăр аяккăшне кăтартать.
Çавăн пекех çак виçесемпе усă кураççĕ: килопарçек (кпк) и мегапарçек (Мпк).