Пахтат (арап. بغداد) — Иракăн тĕп хули, Пахтат мухафазин административлă тĕпĕ.
Пахтат Иракăн варринчех, Тигр хĕрринче, Дияла юхса кĕнĕ çĕртрен инçех мар вырнаçнă. Çанталăк климачĕ хулара тата тулашĕнче субтропиклă тата вăтаçĕртинĕслĕ. Кăрлачри сывлăшăн вăтам температури +10 градус, утăра — +34 градус. Çулти вăтам нӳрĕклĕх — 160–180 мм. Нӳрĕк раштав-кăрлачра чылай ӳкет. Çу тапхăрĕ: çу-юпа: ун чух Пахтатра чи шăрăх типĕ çанталăк тăрать (чи вĕри сывлăш, утăра +43 градус пулнă), çумăр сайра çăвать. Хĕл сезонĕ раштав-пушра; сывлăш +18 градусран ăшăрах тăмасть.
Çу-çĕртме уйăхĕсенче çурçĕр-анăç çилĕ вĕрет, Пахтатра тата таврашĕнче часах тусанпа хăйăр тăвăлĕ алхасать.
АПШ Ирака хирĕç вăрçă (2003) пуçличчен Пахтатра 5.1 млн ытла çын пурăннă. Халĕ çын хирĕçӳре вилнипе, урăх хулана е ют çĕре тухса кайнипе халăх йышĕ самаях ӳкĕннĕ, анчах та тĕрĕс хыпар пама май çук.
Этнос енчен хула халăхĕ шутĕнче ытларах арапсем (75 %), çаплах куртсем, турккăсем, ассирисем, эрменсем, еврейсем тата урăххисем те. Патшалăх чĕлхи — арап чĕлхи, курт чĕлхи те анлă саралнă, унăн статусĕ официаллă шутланать. Тĕне тытса пыракан çынсем хушшинче Пахтатра шиит тата суннит йӳнлĕ мăсăльмансем (90 % ытла), христианлăхпа иудаисăма йĕркипе пурăнакан та чылай.
Хула çĕр вырăнĕнче, историксем палăртнипе, пирĕн эрăччен XIX—XVIII ĕмĕрсенче пурăну вырăнĕсем пулнă. Пахтата хăйне 762 çулта Тигр шывĕн анăç çыранĕнче никĕс хунă.
Статьян çак пайне халлĕхе çырман. Википедине хутшăнакан ĕмĕчĕпе, çак вырăнтаятарлă пай.
Эсир çак пая çырса проекта пулăшма пултаратăр. |
Азири тĕп хуласем |
|
---|---|
Абу-Даби | Амман | Анкара | Астана | Ашхабад | Багдад | Баку | Бандар-Сери-Бегаван | Бангкок | Бейрут | Бишкек | Вьентьян | Дакка | Дамаск | Дили | Доха | Душанбе | Джакарта | Ереван | Иерусалим | Исламабад | Кабул | Катманду | Мале | Манама | Манила | Маскат | Найпьидо | Никоси | Пекин | Пномпень | Путраджайя | Пхеньян | Сана | Сеул | Сингапур | Çĕнĕ Дели | Тайбэй¹ | Ташкент | Тбилиси | Тхимпху | Тегеран | Токио | Улан-Батор | Ханой | Шри-Джаяварденепура-Котте | Эль-Кувейт | Эр-Рияд Йышăнман патшалăхсем: Рамалла | Степанакерт | Сухуми | Цхинвали ¹ Тайване чылай патшалăх йышăнман |