Сакссем, — авалхи герман йăхĕсен çурçĕр-тухăç ушкăнĕ.
Ячĕ мĕнле пулса кайнине халĕ те тĕплĕн татса параймаççĕ. Ахăртнех халăх хăйне урăхла чĕннĕ, ку çирĕпленнĕ ята вара антика вăхăтĕнчи çыравçăсем панă. Сакссен кинжалĕ ыттисенчен уйрăлса тăнăран вĕсене çапла ят панă курăнать.
Сакссем Вестфали, Анат Саксони (фризсем пурăннă çĕрсене шута илмесĕр), Хольштейн, Мекленбург, тата Саксони-Анхальтăн çурçĕр пайĕнче пурăннă.
Римлянсен çырăвĕсенче вĕсене пĕрремеш хут III ĕмĕрте асăнаççĕ. Çырăвĕсенче сакссем тинĕсре вăрă-хурахла çӳрени пирки вĕсене ӳпкеленĕ.
III-V ĕмĕрсем хушшинче вĕсем англсемпе тата ютсемпе пĕрле Британин кăнтăр пайне куçса кайнă. Каярах çапăçса пĕр-пĕрне самай тустарнă хыççăн утрав çинче англосакс халăхĕ хуçаланма пуçланă.
Вестфалсем Рейнпа Везер хушшинче пурăннă. Халăх ячĕ «анăçри çынсем» тенине пĕлтернĕ.
Остфалсем, е «тухăç çыннисем», Везерпа Эльба юханшывсем хушшинче пурăннă.
Энгрсем сакс йăхĕсен варринче пурăннă. Вĕсен çĕрĕнче сакссем çулсерен пуху ирттернĕ. Вăл вырăн Маркло ятлă пулнă.
Герман йăхĕсем | |
---|---|
Алемансем • Англсем • Батавсем • Бургундсем • Вандалсем • Вестготсем • Гепидсем • Герулсем • Готсем • Гётсем • Дансем • Квадсем • Кимăвăрсем • Лангобардсем • Маркомансем • Неметсем • Остготсем • Ругсем • Сакссем • Свевсем • Свейсем • Скирсем • Таифалсем • Тевтонсем • Тенктерсем • Франксем • Хаттсем • Херусксем • Ютсем Йăх пĕрлешĕвĕсем: Ингевонсем • Истевонсем • Герминонсем
|