Тулă, Тырă (лат. Triticum) — злаксем çемьин ăрачĕн ӳсекен курăк, чылайăш тĕсĕ пĕрçуллăхлисем, вăрăллă культура, нумай çĕршывсенче, çав шутра Раççейре те акса илеççĕ.
Тулă пĕрчинчен сăсăлпа çăнăх тăваççĕ, çăнăхĕнчен çăкăр пĕçереççĕ, манă кĕрпи, салмасемпе кондитерлă япаласем хатĕрлеççĕ. Тулăпа, тулăн улăмĕпе, сăсăлпа выльăха та тăрантаççĕ, сăра та вĕретеççĕ.
Тулă Мал тата Вăтам Азире (хальхи Турци, Ирак, Сири, Иран, Туркменистан çĕрĕсенче) пирĕн эрăчченхи 7-6 пинçуллăхсенче, Балканра тата хальхи Греци территорийĕсенче – пирĕн эрăчченхи 6-5 пинçуллăхсенче, Икĕпатра – пирĕн эрăчченхи 4 пинçуллăх маларах этемлĕхе паллă пулнă.
Çĕршыв | 1985 | 1995 | 2005 |
---|---|---|---|
Китай | 85 807 | 102 211 | 96 160 |
Инди | 44 069 | 65 767 | 72 000 |
АПШ | 65 975 | 59 404 | 57 106 |
Раççей | 30 119 | 45 500 | |
Франци | 28 784 | 30 880 | 36 922 |
Канада | 24 252 | 24 989 | 25 547 |
Австрали | 15 999 | 16 504 | 24 067 |
Германи | 13 802 | 17 763 | 23 578 |
Пакистан | 11 703 | 17 002 | 21 591 |
Турци | 17 032 | 18 015 | 21 000 |
Тулă акса пухакансенчен малтисем — Китайпа Инди. Вĕсем хыççăн АПШ, Раççей.
Тулă тухăçлăхĕ сортран, çанталăкран, тăпраран т.ыт. тĕрлĕ кăтару çитеть ( ц\га ,2009 ) :
Ясмăк, Пăрçа, Шалçа пăрçи, Сĕлĕ, Кукурусă, Рапсă, Вир, Хура тулă, Рис, Урпа.
Ку ботаникăпа вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |