Шотланд вискийĕ е скăтч - Шотланди тăрăхра(Аслă Британи) тунă виски. Акăлчанла Scotch whisky e scotch.
Паян кун тĕнчере суту-илӳ ĕçĕнче шотланд вискийĕ - чи паллă хаяр ĕçме.
Шотланди енĕ тăваттă виски тăвакан тăрăха пайланать:
Пĕр салатлă виские урпа салатĕнчен кăна тăваççĕ. Салата торф çунтарнă ăшшипе тата тĕтĕмĕпе типĕтеççĕ. Çавăнпа та шотланд вискин чылайăшĕ тĕтĕм шăршиллĕ пулать. Типĕтнĕ салата авăртса вĕри шывпа хутăштараççĕ. Çĕпре яраççĕ: 3-4 кун иртсен кăрчама хатĕр пулать. Кăрчамана ( 5-9 % спиртлăскерне) икĕ хутчен уйăрса кăлараççĕ. Иккĕмĕш уйăрса кăларнă чухне спирта виççĕне пайлаççĕ. Анчах чи паха вăтам (иккĕмĕш) пайне кăна виски тума усă илеççĕ.
Шурă вичкĕн шăршăллă тимĕр тутиллĕ хаяр спирта (60 яхăн хаватлăскерне) пичкесене яраççĕ. Кунта чи сахалтан та виçĕ çул усраççĕ. Вискитăвакансен чылайăшĕ Америкăра бурбон тата Испанире херес усранă пичкесемпе усă кураççĕ.Усă куракан пичкĕ ячĕсем : федеркин (яхăн 40 л),килдеркин (яхăн 80 л),баррель (190 л),хогсхед (250 л),батт (500 л).Баррель тата хогсхед пичкĕсемче америкăри бурбон усранă, батт пичкĕсемче испан эрех херес е португали эрехĕ портвейн усранă.Чи пысăк пичкĕсем 700 литр ăшлăхпа.
Хальхи шотланд вискин чылайăш хуçисем - ют çĕршыв финансă ушкăнĕсем:
вырăн | ячĕ | пĕр салатлă виски | хутăш виски | |
---|---|---|---|---|
1 | Diageo | Caol Ila,Dalwhinnie,Lagavulin,Oban,Talisker | Johnnie Walker,Black & White,J & B,Bells,White Horse | |
2 | Pernod Ricard | Aberlour,Strathisla | Chivas Regal,Ballantines,Clan Campbell | |
3 | William Grant & Sons | Glenfiddich, The Balvenie | Grants,Scotish Collie | |
4 | Edrington | The Macallan,The GlenRothes,Tamdhu | The Famous Grouse | |
5 | Bacardi-Martini | Aultmore,Aberfeldy,Royal Barckla,Glen Daveron,Craigellachie | Dewars | |
6 | LVMH | Glenmorangie,Ardbeg,Highland Park |
Шотланд сăвăçă Роберт Бёрнс " Джон - урпа тырри " ( "John Barleycorn" ) сăввинче виски туни процессĕ çырнă.Паян компани Isle of Arran Distillers "Роберт Бёрнс" ячĕллĕ виски кăларать : пĕрсалатлă тата хутăш скăтч.
Алкоголлĕ ĕçмесем |
|
---|---|
Питĕ хаяррисем, 66—96 % | |
Хаяррисем, 31—65 % |
Авамори • Аквавит • Арак • Арманьяк • Бальзам • Бехеровка • Боровичка • Бренди • Бумбо • Бурбон • Буха • Виски • Водка • Граппа • Джин • Дивин • Егермайстер • Зубровка • Кальвадос • Киршвассер • Коньяк • Маотай • Мескаль • Метакса • Настойка • Палинка • Писко • Полугар • Раки • Ром • Самбука • Аншарли • Сливовица • Текила • Узо • Чача • Шнапс |
Вăтаммисем, 9—30 % | |
Хаярмаррисем, 1,5—8 % |