Япони

Япони е Яппун (яп. 日本 Нихон е Ниппон, официаллă ячĕ яп. 日本国 Нихон-коку е Ниппон-коку) — Хĕвелтухăç Азири утравсем çинче пурăнакан халăхсен патшалăхĕ. Японин тĕп хули — Токио.

Япони патшалӑх ялавӗ: Японин гимнĕ — Кими га йо

Тавралăхĕ

Японин космосран тунă ӳкерчĕкĕ

Япони Лăпкă океанра Китай, Корей тата Раççей çывăхĕнче (Охотск тинĕсĕпе Хĕвелтухăç Китай тинĕсĕ хушшинче) вырнаçнă. Япони виççĕр ытла утравран тăрать. Вĕсенчен чи пысăккисем — Хоншу, Хоккайдо, Кюшу тата Шикоку. Утравсенчен ытларахăшĕнче тусем пур (вĕсенчен чылайăшĕ вулкансем). Тĕслĕхрен, Японири чи çӳллĕ ту — Фуджи — вулкан.

Халăхĕ

Халăх йышĕ енĕпе Япони тĕнчере вуннăмĕш вырăн йышăнать (128 миллиона таран çын). Аслă Токио (Токио хули тата ун çывăхĕнчи темиçе префектура) — тĕнчери чи пысăк метрополи (30 миллион ытла çын).

Административлă пайĕсем

Японин префектурисем

Кун-çулĕ

Этимологи

Япони ятĕнчи иероглифсем «хĕвел тухăçĕ» е «кун пуçламăшĕ» тенине пĕлтереççĕ. Çавăнпа ĕнтĕ хăш-пĕр чух Япони çинчен «Хĕвел тухакан çĕршыв» теççĕ.

Этеплĕхĕ

Япони хаçачĕсем

Японин чи паллă хаçат сайт сайчĕсем:

Вуламалли

Каçăсем

Тата пăхмала

Япун алкоголь ĕçмисем