Биологи (грек βιολογία; ав.гр. βίος «пурнăç» + λόγος «вĕрентÿ, ăслав») , — чĕрĕ çутçанталăка тата вăл тавралăхпа еплерех çыхăнура тăнине тĕпчекен ăслăх.
Хальхи вăхăтра биологи пĕтĕм тĕнчери вăтам тата аслă шкуллсенче стандартлă предмет пулса тăрать.
Çулсерен биологипе, çавăн пекех медицинăпа, биомедицинăпа, тата биоинженерипе миллион ытла статья тата кĕнеке пичетленсе тухать.
Биологи сăмаха усă курма пĕр-пĕринчен уйрăм 1802 çулта Ж. Б. Ламарк тата Г. Р. Тревиранус сĕннĕ. Çавăн пекех ку сăмах Т. Роозе (1797) и К. Бурдах (1800) хайлавсенче пур.
Биологи пурнăçăн мĕнпур аспекчĕсене тишкерет, уйрăммăн илсен: структурине, функциленине, ÿснине, пулса кайнине, эволюцие тата чĕрĕ организмсем Çĕр çинче епле валĕçĕннине. Чĕрĕ пурăнавçăсен Классификацийĕ тата вĕсене çырса кăтартасси, биологилле тĕссем мĕнле пулса кайса пĕр-пĕринпе тата тавралăхпа çыхăнни — кусем те биологи талккăшнех кĕреççĕ.
Çутçанталăк ăславĕсенчен биологи хăйне пайăррăн XIX-мĕш ĕмĕрте уйрăлса тухнă: шăпах ун чухне чĕрĕ организмсене чĕрĕ маррисенчен уйăрса тăракан енсене тата палăрăмсене тупса палăртнă.
Пайрăм теорийĕ — пĕтемĕшле йышăннă биологилле пĕтĕмлетÿсенчен пĕри, унпа килĕшÿллĕн, ӳсентăрансенче, чĕрчунсенче тата ытти пайрăмла тытăмлă чĕрĕ организмсенче хайхи пайрăм пĕрлĕхле элемент пулса тăрать.
Эволюци, биологи́лле эволю́ци (лат. evolutio — «сарăлни») — чĕрĕ çутçанталăк аталанăвĕн популяцисен генетикăллă тытăмĕ улшăннипе, адаптацисемпе, тĕссем çуралнипе е вилнипе, экотытăм тата биосфера пĕтĕмĕшле трансформациленнипе палăрса тăракан юрилле мар процесĕ.
Ген (ав.гр. γένος — ăру) — классикăлла генетикăра — несĕллĕх факторĕ, вăл хăй çинче организмăн пĕр-пĕр палли е функцийĕ тĕлĕшпе информаци «çĕклесе çÿрет» тата вăл хăй те çав несĕллĕхĕн структурăлла тата функцилле пĕрчи пулса тăрать.
Çакнашкал хапапа «ген» термина 1909-мĕш çулта дан ботаникĕ, ÿсентăрансен физиологĕ тата генетикĕ Вильгельм Йоханнсен кĕртнĕ.
Каярахпа, çĕнĕ пĕлÿсем пухăннă май, кунашкал палăртава татах та тĕллĕхлерех тунă, анчах капла ансаттăн калани те питех кивелмен.
Гомеоста́з (ав.гр. ὁμοιοστάσις, ὅμοιος «пĕр пек, евĕрлĕ» + στάσις «тăру; хускалманлăх») — хăйрегуляцилев, способность уçă система хăйĕн шалти тăрăмне, реакцисене динамикăлла шайлашулăхшăн координацилесе, улшăнми сыхлама пултарни. Система, тавралăхăн хирĕçтăрăвне сирсе, хăйне хăй çине çинех унчченхи пек майлаштарма туртăнни.
Энерги татти-сыпписĕр пырса тăнинчен килет. Мĕн организмшăн çимĕç вырăнĕнче, çавă энерги çалкуçĕ те пулса тăрать. Çапла вара, ку процесра çав çимĕç молекулисенчен энерги те килсе тăрать, çав вăхăтрах организм валли кирлĕ ытти молекулăсмепе те химилле реакцисемпе майлашăнаççĕ.
Энерги илмелли пĕрремĕшле çăлкуç — ытларах чухне çутă тата, çав шутра, тĕпрен илсен, Хĕвел çути, анчах та хăшпĕр бактерисем тата архейсем энергие хемосинтез майĕпе илсе тăраççĕ.
Çутă энергийĕ, фотосинтез тивлечĕпе, органикăлла япалалăхсен химилле энергине куçать, вăл вара пурнăçа тытса пырать, биомассăна ÿстерет, пĕр пайĕ тавралăха ăшă халлĕн тата каяш пек тавралăха саланать. Хайхи юлашки тапхăр вăл сывлав тата метаболизм.
Чĕрĕ организмсем — кăткăс структурăсем, çавна май биологире вĕсене тĕрлĕ шайсенче пăхса тухаççĕ. Вĕсене черетлесе тухасси тĕлĕшпе, хăшне-пĕрне пĕрлештеме те май пуррипе, тĕрлĕ вариансем пур. Шайсене, сăмахран, ак çапла палăртма пулать.
Акарологи — Анатоми — Альгологи — Антропологи — Апиологи — Арахнологи — Бактериологи — Биогеографи — Биогеоценологи — Биотехнологи — Биоинформатика — Океан биологийĕ — Аталану биологийĕ — Биометри — Бионика — Биосемиотика — Биоспелеологи — Биофизика — Биохими — Ботаника — Биомеханика — Биоценологи — Биоэнергетика — Бриологи — Вирусологи — Гельминтологи — Генетика — Геоботаника — Герпетологи — Гидробиологи — Гименоптерологи — Гистологи — Дендрологи — Диптерологи — Зоологи — Зоопсихологи — Иммунологи — Ихтиологи — Колеоптерологи — Космос биологийĕ — Ксенобиологи — Лепидоптерологи — Лихенологи — Малакологи — Микологи — Микробиологи — Мирмекологи — Молекулярлă биологи — Морфологи — Нейробиологи — Орнитологи — Одонатологи — Ортоптерологи — Палеонтологи — Палинологи — Паразитологи — Радиобиологи — Систематика — Системная биология — Синтетикăлла биологи — Таксономи — Теорилле биологи — Териологи — Токсикологи — Фенологи — Физиологи — ВНД физиологийĕ — Чĕрчунсен тата этем физиологийĕ — Ӳсентăрансен физиологийĕ — Фитопатологи — Флористика — Цитологи — Эволюцилле биологи — Экологи — Эмбриологи — Эндокринологи — Энтомологи — Этологи.
Кĕнекесем Викикĕнекере
Каларăшсем Викикаларăшра
Кăк текстсем Викивулавăшра
Пĕрлехи ӳкерчĕксемпе медиа-файлсем Викиçӳпçере
Хыпарсем Викихыпарта
Ăслăх тĕлĕшĕсем |
|
---|---|
Ăслăх пĕлĕвĕ |
Биологи уйрăмĕсем |
|
---|---|
Анатоми • Биоакустика • Биогеографи • Биоинформатика • Биологилле систематика • Океан биологийĕ • Аталану биологийĕ • Этем биологийĕ • Биофизика • Биохими • Ботаника • Вирусологи • Пурнăç пулса кайни • Генетика • Геномика • Гидробиологи • Гистологи • Зоологи • Зоопсихологи • Космос биологийĕ • Криобиологи • Математикăлла биологи • Микологи • Микробиологи • Молекулярлă биологи • Палеонтологи • Паразитологи • Патологи • Протистологи • Таксономи • Физиологи • Цитологи • Эволюцилле биологи • Экологи • Этологи |
Биогеографи |
|
---|---|
Пайсем тата тĕлĕшсем | |
Ăнлавсем тата терминсем | |
Смежные науки | |
Организацисем | |
Вĕренӳ йĕркелемĕсем | |
Пĕрлĕхсем |