Кăпчак чĕлхи

Кăпчак чĕлхи
Патшалăхсем:
Регионсем: Тухăç Европа, Вăтам Ази, Кавказ, Анăç Çĕпĕр, Кăнтăр Çĕпĕр, Кавказ Лешьен, Çывăх Тухăç (Икĕпат).
Статус: çухалнă
Классификаци
Категори: Еврази чĕлхисем
Алтай çемьи
Тюрк турачĕ
Кăпчак группи
Чĕлхе кочĕсем
ISO 639-1:
ISO 639-2:
ISO 639-3:
Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика
Половец çеçенхирĕ XIIXIII ĕм.

Кăпча́к чĕлхикăпчаксен чĕлхи (кайран вăл чĕлхерен ытти хăшпĕр тĕрĕк чĕлхисем пулса кайнă). Тĕрĕк чĕлхисем йышне кĕрет. Еврази регионĕсенче Дешт-и-Кыпчак пĕрлехи ячĕпе паллă пулса сарăлнă. XIII ĕмĕртенпе Ылтăн Уртара этноссем хушшинчи хутшăнмалли чĕлхе шутланнă; каярах крым-тутар, тутар, пушкăрт, казах, карачай-балкар, кумык, нухай, каракалпак тата урăх хăшпĕр чĕлхесен никĕсне кĕнĕ. Кăпчакла Вăтам ĕмĕрсенче Икĕпатри тыткăна лекнĕ кăпчаксен нĕселĕсем мамлюксем калаçнă.

Пĕрлехи хыпарсем

Çаплах тухăç кăпчак пуплевĕн тĕсĕ те пулнă, вăл кăпчак тата авалхи кăркăс (ениçей-кăркăс) йăхĕсем хушăннине пула IX ĕмĕрте уйрăм чĕлхене чăмăртаннă. Тухăç кăпчак чĕлхи майĕпен кăнтăр алтай (XI—XIV ĕм.), ферган-капчак тата кăркăс чĕлхисем (XV ĕмĕртенпе.) пайланса кайнă.

Юлнă анăç кăпчак ареалĕ ерпен атăл-кăпчак (XIII ĕмĕрчен), половец-кăпчак (XI—XIII ĕм.) тата нухай-капчак (XIV—XVI ĕм.) пайланнă.

Кăпчаксен анăç туратĕнчи пуплевĕн никĕсĕпе XIV ĕмĕрте (1303 ç.) çырулăхăн паллă палăкне — Кодекс-Куманикус — пуçтарса хатĕрленĕ.

Çав. пекех