Монд | |
Ӳкерчĕк:Le Monde logo.png | |
Тĕс | кунсерен хаçат |
---|---|
Редактор | Эрик Фотторино́ (Eric Fottorino) |
Никĕсленĕ | раштав, 19, 1944 |
Тĕп офис | Франци, Парис |
Тираж | 364 240 экз. |
Веб-сайт | http://www.lemonde.fr/ |
Монд (фр. Le Monde, с фр. «Тĕнче») — франс чĕлхипе кунсерен тухакан каçхи сулахай либераллă хаçат. Тиражĕ — 364 240 экземпляр (2014 çул тĕлне). Штаб-хваттерĕ Парисăн 13-мĕш тăрăхĕнче Огюст Бланки бульварĕ, 80 (Boulevard Auguste Blanqui, 80) вырнаçнă.
Монд хаçата Юбер Бёв-Мери́1944 çулта Шарль де Голль хушнипе йĕркелесе янă. Пĕрремĕш номерĕ 1944 çулхи раштавăн 19-мĕшĕнче кун çути курнă. 1955 çулхи раштавăн 19-мĕшĕнчен пуçласа хаçатата онлайнра вулама пулать.
2010 çулчен хаçатăн чи пысăк акционерĕ журналистсен штачĕн ушкăнĕ пулнă — вĕсен аллинче 53 %, ытти 47 % Danone, BNP Paribas тата франс магначĕ Франсуа Пино тытса тăнă. 2010 çулăн вĕçĕнче Ксавье Ньель, Матье Пига тата Пьер Берже $150 млн тӳлесе хаçатăн 64 % акцине туянса хаçата банкрота ярасран хăтарнă. Çĕнĕ харпăрçăсене пула Le Monde юлашки вуннă çул хушшинче тупăш тума тытăннă.
Ку пичет кăларăмĕсем пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |